Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:
турк.чĕлхи.doc
Скачиваний:
0
Добавлен:
01.07.2025
Размер:
1 Мб
Скачать
☆

2) Чĕлхе вертикальлĕ йĕрпе çÿлелле е аялалла куçнине тĕпе хурса:

а) çÿлти пусăмри(ансăр) уçă сасăсем: [ı, i, u, ü];

б) аялти пусăмри (сарлака) уçă сасăсем: [а, e, o, ö];

3) Тута хутшăннине пăхса:

а) тутапа калакан уçă сасăсем: [o, ö, u, ü];

б) тутасăр калакан уçă сасăсем: [а, e, ı, i,]ĕ

Уçă сасăсене пулăвне кура çакăн пек ушкăнлама пулать:

тута хутшăнипе

тутасăр калакан

тутапа калакан

чĕлхе çÿлелле/

аялалла куçнипе

сарлака

ансăр

сарлака

ансăр

чĕлхе

малалла/

каялла

малти ретри

e

i

ö

ü

куçнипе

кайри

ретри

a

ı

o

u

  • Уçă сасăсене каласси (а, ı, o, u, e, i, ö, ü):

[а] – чăваш чĕлхинчи [а] пекех илтĕнет: anne

[e] – чăваш чĕлхинчи [э] пекрех илтĕнет: elli

[u] – чăваш чĕлхинчи [у] пекех илтĕнет: usta

[ü] – чăваш чĕлхинчи [ÿ] пекех илтĕнет: ütü

[ı] – чăваш чĕлхинчи [ы] па [ă] хушшинчи сасă пекрех илтĕнет: ılık

[i] – чăваш чĕлхинчи [и] пекех илтĕнет: insan

[o] – тури диалектри [о] пекех илтĕнет: oda

[ö] – чăваш чĕлхинчи [ĕ] пекрех илтĕнет: öğrenci

  • Ят сказуемăйăн 3-мĕш сăпат аффиксĕ -dır/ -dir/ -dur/ -dür/ -tır/ -tir/ -tur/ -tür пулать. Вăл пусăмсăр. Ку аффикс предложение хальхи вăхăт пĕлтерĕшлĕ тăвать. Аффиксăн хăш варианчĕ хушăнасси сăмахăн юлашки сыпăкĕнче мĕнле уçă сасă пулнинчен килет. Тĕслĕхсем: Bu odadır. – Ку пÿлĕм. Bu masadır. – Ку сĕтел. Bu kalemdir. – Ку ручка. Bu sandalyеdir. – Ку пукан. Bu ağaçtır. – Ку йывăç. Bu ütüdür. – Ку утюг. Bu lokumdur. – Ку лукум. Duvar sarıdır. – Стена сарă.

Кăтарту местоименийĕсем шутне çак сăмахсем кĕреççĕ: bu – ку, şu – леш, o – вăлĕ Тĕслĕхсем: Bu kapıdır. – Ку алăк. Şu duvardır. – Лешĕ стена. O penceredir. – Вăл чÿрече.

  • Турккă чĕлхинчи da татăк чăваш чĕлхинчи та(те) татăкпа тÿр килет. Тĕслĕхрен: Masa sarıdır. Kapı da sarıdır. – Сĕтел сарă. Алăк та сарă.

  • Турккă сăмахĕсенче ударени, тĕпрен илсен, юлашки сыпăк çине ÿкет: arabá, duvár. Уçă сасăпа пĕтекен йышăннă сăмахсенче тата хупă сасăпа пĕтекен географи ячĕсенче ударени юлашки умĕнхи сыпăк çинче пулать: mása – сĕтел, pálto – пальто, sandálye – пукан, Rúsya – Раççей, Avrúpa – Европа, Fránsa – Франци; Bérlin – Берлин, Nórveç – Норвеги.

  • Хутсăр предложенири сăмахсен йĕрки, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхинчи пекех: предложени пуçламăшĕнче подлежащи, вĕçĕнче сказуемăй пулать. Тĕслĕхрен: Palto kırmızıdır. – Пальто хĕрлĕ. Duvar beyazdır. – Стена шурă. Bu öğrencidir. – Ку студент.

Хăнăхтарусем

  1. Вулăр, чăвашла куçарăр.

Bu masadır. Masa sarıdır. Bu kapıdır. Kapı da sarıdır. O kutudur. Kutu kırmızıdır. Bu duvardır. Şu da duvardır.